Сывлах пурлахран хакла сочинение на чувашском языке

Обновлено: 07.07.2024

Пирĕн кушак пур. Вăл Муçкă ятлă. Муçкăн çăмĕ хура тĕслĕ, умĕнчи – шап-шурă, юртан та шурă. Кăмăлĕ унăн çав тери лăпкă. Хырăмĕ выçсан та макăрмасть. Ирхине ирех манпа пĕрле вăранать те тӳрех апат валашки патне васкать. Шăлĕсем çуккипе ытларах е пĕçернĕ çăмарта, е сĕт çиме юратать. Эпĕ ăна кунсерен пилĕк-ултă çăмарта пĕçерсе çитеретĕп. Çисе тăрансан вара вăл е кăмака çине улăхса выртать, е кăмака питлĕхĕ патнех пырса çывăрать. Сивве питĕ туять хăй. Кунĕпе выртать, урама та уçăлма тухасшăн мар. Апат çисен тасалма тытăнать, пĕр сехете яхăн илеме кĕрет. Мĕнле ывăнмасть-ши? Кушак – çынпа пĕрле пурăнакан чĕр чун. Тăр пĕччен юлсан пурне те йывăр çĕр çинче.

Пирĕн кушак пур. Вăл Муçкă ятлă. Муçкăн çăмĕ хура тĕслĕ, умĕнчи – шап-шурă, юртан та шурă. Кăмăлĕ унăн çав тери лăпкă. Хырăмĕ выçсан та макăрмасть. Ирхине ирех манпа пĕрле вăранать те тӳрех апат валашки патне васкать. Шăлĕсем çуккипе ытларах е пĕçернĕ çăмарта, е сĕт çиме юратать. Эпĕ ăна кунсерен пилĕк-ултă çăмарта пĕçерсе çитеретĕп. Çисе тăрансан вара вăл е кăмака çине улăхса выртать, е кăмака питлĕхĕ патнех пырса çывăрать. Сивве питĕ туять хăй. Кунĕпе выртать, урама та уçăлма тухасшăн мар. Апат çисен тасалма тытăнать, пĕр сехете яхăн илеме кĕрет. Мĕнле ывăнмасть-ши? Кушак – çынпа пĕрле пурăнакан чĕр чун. Тăр пĕччен юлсан пурне те йывăр çĕр çинче. пойдёт?

Пирĕн кушак пур. Вăл Муçкă ятлă. Муçкăн çăмĕ хура тĕслĕ, умĕнчи – шап-шурă, юртан та шурă. Кăмăлĕ унăн çав тери лăпкă. Хырăмĕ выçсан та макăрмасть. Ирхине ирех манпа пĕрле вăранать те тӳрех апат валашки патне васкать. Шăлĕсем çуккипе ытларах е пĕçернĕ çăмарта, е сĕт çиме юратать. Эпĕ ăна кунсерен пилĕк-ултă çăмарта пĕçерсе çитеретĕп. Çисе тăрансан вара вăл е кăмака çине улăхса выртать, е кăмака питлĕхĕ патнех пырса çывăрать. Сивве питĕ туять хăй. Кунĕпе выртать, урама та уçăлма тухасшăн мар. Апат çисен тасалма тытăнать, пĕр сехете яхăн илеме кĕрет. Мĕнле ывăнмасть-ши? Кушак – çынпа пĕрле пурăнакан чĕр чун. Тăр пĕччен юлсан пурне те йывăр çĕр çинче

ирĕн кушак пур. Вăл Муçкă ятлă. Муçкăн çăмĕ хура тĕслĕ, умĕнчи – шап-шурă, юртан та шурă. Кăмăлĕ унăн çав тери лăпкă. Хырăмĕ выçсан та макăрмасть. Ирхине ирех манпа пĕрле вăранать те тӳрех апат валашки патне васкать. Шăлĕсем çуккипе ытларах е пĕçернĕ çăмарта, е сĕт çиме юратать. Эпĕ ăна кунсерен пилĕк-ултă çăмарта пĕçерсе çитеретĕп. Çисе тăрансан вара вăл е кăмака çине улăхса выртать, е кăмака питлĕхĕ патнех пырса çывăрать. Сивве питĕ туять хăй. Кунĕпе выртать, урама та уçăлма тухасшăн мар. Апат çисен тасалма тытăнать, пĕр сехете яхăн илеме кĕрет. Мĕнле ывăнмасть-ши? Кушак – çынпа пĕрле пурăнакан чĕр чун. Тăр пĕччен юлсан пурне те йывăр çĕр çинче
Нравится Пожаловаться

  • Для учеников 1-11 классов и дошкольников
  • Бесплатные сертификаты учителям и участникам

Урок теми: Сывлăх – чи хаклă пуянлăх (5 класс).

Урок тĕсĕ: Çыхăнуллă пуплеве аталантармалли урок.

Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем (Личностные результаты)

а) ачасене кашни çын харпăр хăй сывлăхĕшĕн яваплă пулнине ăша хывма пулăшасси ; ă) ачасен пушă вăхăтне усăллă йĕркелеме вĕрентесси, сиенлĕ йăла-йĕркерен аякра тăма хистесси; б)сывлăх чи хаклă мул пулнине вĕренекенсем патне илсе çитересси;в)) ачасен çыхǎнуллǎ пуплевне аталантарни;

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем (Метапредметные результаты)

Йĕркелÿ: а) кирлĕ информацие ÿкерĕк т ă р ă х шыраса тупма пултарни; харпăр хăй тĕллĕн ĕçлес туртăма аталантарни; илтнине ас туса юлма пултарни;

ă) вулавпа çыру усă курни; сăмах йышне пуянлатни; ваттисен сăмахĕсен вырăс эквиваленчĕсене тупма пултарни, текста итлесе ăнланма хавхалантарни;

Хутшăну: тĕрлĕ мелпе – мăшăррăн е ушкăнпа ĕçлени, пĕччен е иккĕн усă курса информаци тупма хăнăхни;

Информаци: сывл ă х темăпа çыхăннă ÿкерчĕксем тăрăх сĕнÿсем пама, кирлине суйласа илме, пĕтĕмлетÿ тума пултарни;

Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевĕсем (предметные результаты)

Вĕренекенсен пĕлÿ, пултару, хăнаху ĕçĕ-хĕлĕ: притч ă на илемлĕ вулама, унǎн илемне, тĕп шух ă шне туйса ǎнланма, тишкерме вĕренни,; сывл ă х çинчен хăй шухăшне çыхăнуллă калани; урок вĕçĕнче ĕç юхăмĕн результачĕсене тĕрĕслени, хак пани; пĕлÿ шырас ĕçе план тăрăх туса пыма хăнăхтарни.

Технологисем: сывлăха упракан, перекетлекен технологи, критикăлла шухăшлав, проблемăлла технологи.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем:

кластер, синквэйн тăвасси;

ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси.

Пуплеве аталантарасси:

ыйтусене тĕрĕс ăнланса хуравласси.

пĕтĕмлетÿсем тума вĕрентесси.

Словарь ĕçĕ: кун йĕрки, сывă пурнăç йĕрки, сиенлĕ йăла-йĕрке, хавшатать, çирĕплетет, пăхăнмалла, аташмалла мар

Урок эпиграфĕ:

И мĕн пуян, тăванăм?

Сывлăх пуян.

Сывлăх çул памасăр ăçта каян?

( Митта Ваçлейĕ). (1,2 слайд)

Урок юхăм ĕ

Класа йĕркелени. Притча итлени. Темăна палăртни (3 слайд) .

Пĕррехинче Телейпе Сывлăх этеме мĕн ытларах кирли пирки тавлашса кайнă тет.

Телейĕ калать:

- Мансăр çынсене çав тери япăх. Вĕсем пĕрмай мана шыраççĕ. Ялан ман çинчен калаçаççĕ. Кашниех телейлĕ пуласшăн.

- Сывлăхлă та кашниех пуласшăн.

- Пурпĕрех сывлăх çинчен мар, ытларахăшĕ телей çинчен калаçаççĕ.

- Апла сан шутупа çынна сывлăх кирлĕ мар-и?

- Телей кирлĕрех! Унсăр çын пурăнаймасть. Ав ача пырать. Ăна ытларах мĕн кирлине ыйтар-ха: телей е сывлăх?

- Ачам, саншăн чи кирли мĕн вăл? Телей е сывлăх?

- Паллах, телей, - ним шутласа тăмасăрах хурав панă арçын ача.

- Эс телейлĕ-и?

- Паллах, телейлĕ.

- Илтрĕн-и, - ал çупса савăнăçăлăн сикнĕ Телей.

- Ачам, эс сывлăхлă-и? – тепĕр ыйту панă Сывлăх.

- Паллах, сывлăхлă.

- Сана лайăх,- калаçăва хутшăннă вĕсем патĕнчен иртсе пыракан хĕрарăм. – Ман та сан пек сывлăхлă пуласчĕ, вара эпĕ те телейлĕ пулăттăм.

I . Çĕнĕ темăпа паллаштарни.

- дежурнăйсене сăмах парасси;

Учитель: Ачасем, экран çинче с ăвă йĕркисем . Мĕн çырнă-ши унта? Вуласа пĕлер-ха. Урока эпиграфран пуçлани. Эпиграфри каламан сăмахăн пĕлтерĕшне палăртни.

Ăна тĕрĕс вуласан паянхи урокăн темине пĕлме пултаратпăр.

Ачасен хуравĕ. Сывлăх – чи хаклă пуянлăх.

Тетрадьсене уçатпăр та çырса хуратпăр

Пуш уйăхĕн 3-мĕшĕ.

Апла пулсан эпир пĕр-пĕрне сывлăх сунатпăр. Шăпах сывлăх çинчен пулĕ те пирĕн паянхи урокри калаçу.

Çак шухăша уçса парас тесен мĕн тумалла-ха пирĕн урокра?

Ачасем: Ваттисен с ă махĕн тĕп шухăшне ăнланма пул ă шакан

1.Словарь ĕçĕ. Халĕ вара паянхи урокра тăтăш усă курмалли, ăса хывса хăвармалли сăмахсене пăхса тухар. ( Ман хыççăн калаççĕ, тетрадьсем çине çырса хураççĕ).

Кун йĕрки - режим дня

Сывă пурнăç йĕрки – здоровый образ жизни

Сиенлĕ йăла-йĕрке – вредные привычки

Хавшатать – расшатывает, ослабляет, подрывает

Çирĕплетет - укрепляет

Сиен кÿрет – приносит вред (4,5 слайд)

2 . Сăлтавлани. -Ачасем, мĕн-ши вăл сывлăх? Кашни çын, паллах, хăйне май ăнланать (ачасем хăйсен шухăшĕсене калаççĕ, хĕвеллĕ кластер тăваççĕ. Доска умĕнче 1 ача ĕçлет). (6слайд).

Паянхи калаçу кирлех-ши?.

Анкетировани ирттерни:

1.Манăн час-часах апат анмасть.

2. Ик-виç урок хыççăн ман пуç ыратма пуçлать.

3. Эпĕ час-часах кăмăлсăр,салху,чĕмсĕр çÿретĕп, ывăннă çын пек курăнатăп.

4. Вăхăтран вăхăт эпĕ хытах чирлетĕп, çавăн пирки шкула та килейместĕп .

5. Эпĕ спортпа туслах мар.

6. Юлашки вăхăтра эпĕ кăштах самăрлантăм.

7. Манăн час-часах пуç çаврăнать.

8. Эпĕ халĕ пирус туртатăп.

9. Физкультура урокĕсенче хăвăрт ывăнатăп.

10. Эпĕ япăх çывăратăп, çывăрса тăрсан хама хама япăх туятăп.

1-2 балл. Сывлăхăр кăштах начарланнин паллисем пур пулсан та эсир хăвăра лайăх туятăр.Пурпĕрех хăвăр сывлăхăра упрасси пирки шухăшлама пăрахма юрамасть.Несмотря на некоторые признаки ухудшения здоровья , вы в хорошей форме. Ни в коем случае не оставляйте усилий по сохранению своего самочувствия.

3-6 балл. Хăвăр сывлăхăр валли эсир ытлашшиех тимлĕх уйăрмастăр, сирĕн сывлăхăр самаях хавшанă. Ваше отношение к своему здоровью трудно назвать нормальным, уже чувствуется, что вы его расстроили довольно основательно.

7-10 баллов. Эсир сывлăха самаях пăсса янă. Сирĕн хăвăртрах сывлăхăр валли тимлĕх уйăрмалла.Сиенлĕ йăла-йĕркерен хăтăлмалла. Как вы умудрились довести себя до такой степени? Удивительно, что вы еще в состоянии ходить. Вам немедленно нужно изменить свои привычки, иначе…

-Сывлăхлă пуласси вăл пиртен çеç килет-ши? Мĕнле факторсем пирĕн сывлăх çине витĕм кÿреççĕ-ши? (Ачасен хуравĕсем).

С ă мах парар-ха хам ă р ял ă н фельдшерпа акушер пункчĕн медсестрине Нина Николаевн ă на .(Телемост).

- Çирĕп сывлăхлă пуласси тĕрлĕ сăлтавран килет: экологирен, медицина шайĕ епле пулнинчен, сиенлĕ йăла-йĕркепе иртĕхнинчен( эрех-сăра, пирус, наркотиксем), йăхран йăха куçакан чирсенчен. Ученăйсен шучĕпе, çынсен сывлăхĕ 50% яхăн вĕсем хăйсен пурнăçне епле йĕркеленинчен килет.

Мĕн тумалла-ши пирĕн сывлăхлă пулас тесен?

Ачасем хăйсен шухăшĕсене калаççĕ:

-спортпа туслă пулмалла (Ирхине зарядка тумалла. Ытларах хускалмалла. Спорт секцийĕсене çÿремелле.)

-ытларах уçă сывлăшра пулмалла

- шывпа туслă пулмалла.

3. Кунсăр пуçне тата кун йĕркине пăхăнни те питĕ кирлĕ: ирхине вăхăтра тăрас пулать, каçхине вăхăтра выртас пулать, апата вăхăтра тата виçеллĕ çиес пулать.Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас пулать, сиенлĕ йăла-йĕркепе аташмалла мар. ( 7 слайд)

Чи ăслă çынсем те кун йĕркине пăхăннă, унтан пăрăнман. Вăл ĕçе тĕрĕс йĕркелеме те, вăхăтра канма та пулăшать. Кун йĕркине пăхăнман çынна яланах вăхăт çитмест, чир-чĕр асаплантарать.

А.С.Пушкин был крепкого телосложения, мускулистый, гибкий, благодаря ежедневной гимнастике. Л.Н.Толстой прожил долгую жизнь благодаря физическим упражнениям. Он увлекался ездой на велосипеде, на лошади. В 82 года он за день совершал верхом дальние прогулки. Н.Терентьев – чăвашсен паллă драматургĕ, мĕн виличчченех тенĕ пекех кунсерен 10 км çуран чупнă. (8 слайд).

( Паллă çынсем сывлăха упрассишĕн тăрăшнине палăртсса хăвармалла, вĕсенчен тĕслĕх илмеллине каламалла) .

-Ачасем, эсир хăвăр кун йĕркине пăхăнатăр-и ? (1-2 ача хăйсен кун йĕркийĕ çинчен каласа параççĕ).

Тĕслĕхрен: Сывлăхлă пулас тесе эсĕ мĕн тăватăн?

5. Кану саманч ĕ (9 слайд ) (Кунта кетчуп, сосиски, кока-кола с ă махсемпе м ĕ нш ĕ н ус ă курнине пал ă ртмалла)

- Сирĕн задача: çак ÿкерчĕксем тăрăх сĕнÿсем (советы) хатĕрлемелле, ушкăнпа ĕçлетпĕр, пĕри вара проект ĕçне ертсе пырать.

- Çак сĕнÿсен гербне тăвас пулать. Эсир хăвăр герба панă хут çине ÿкерсе паратăр, паллаштаратăр.(ГЕРБ ЗДОРовья пур-ши?)

Шăл тухтăрĕсен сĕнĕвĕсем: шăлсем сывă пулччăр тесен вĕсене кунне 2 хутчен, ирхине тата каçхине, тасатмалла; пахча çимĕç, улма-çырла çимелле, тухтăрсем патне çÿремелле. (9 слайд)

Куç тухтăрĕсен сĕнĕвĕсем: тĕттĕмре, выртса вулама, транспорт çинче вулама юрамасть; куçа валли ятарлă зарядка тумалла, компьютер умĕнче сахалрах лармалла; ытларах сĕт, курага, тăпăрчă çимелле.

Терапевтсен сĕнĕвĕсем: ытларах уçă сывлăшра çÿремелле, витаминлă апат - пахча çимĕç, улма-çырла çимелле, кунне виçĕ хутчен вĕри апат çимелле. (9 слайд)

7. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси (Халĕ вара конвертри ваттисен сăмахĕсене пăхар , пăтрашăнса кайнă сăмахсене вулаççĕ, тетрадьсем çине çырса хураççĕ, вырăс эквиваленчĕсене тупаççĕ). Ытлашши ваттисен сăмахне тупаççĕ. 7 конверт (10 слайд)

Сывлăхран хакли ним те çук. - Здоровье всего дороже.

Сывлăх пулсан укçа пулать. - Здоров буду и денег добуду.

Сывлăх – çын телейĕ. Здоровье – счастье человека.

Сывлăха укçалла илеймĕн. Здоровья не купишь.

Сывлăх пуянлăхран хаклăрах. Здоровье дороже богатства.

Сывлăха ачаран упра. Береги платье снова, здоровье смолоду.

Чирлеме çăмăл, сывалма йывăр. Заболеть легко, вылечится - трудно.

- Ачасем, сывлăх çинчен калаçнă чух сывă кĕлетке, ÿт пирки çеç калаçни çителĕксĕр пулĕ. Сывлăхшăн таса чунлă пулни те питĕ кирлĕ.

Мĕн вăл синквейн? Синквейн – пилĕк йĕркеллĕ сăвă, анчах унта эпир рифмăсемпе, ритма усă курмастпăр, шухăша кашни йĕркере тĕрлĕ пуплев пайĕпе палăртатпăр.

Пĕрремĕш йĕрке – япала ятĕнчен пулнă пĕр сăмах, тема. Мĕн çинчен калаçрăмăр эпир паян? (Сывлăх)

Иккĕмĕш йĕрке – икĕ паллă ячĕ. Сывлăх мĕнле пулмалла? Мĕнле вăл пирĕншĕн? (Çирĕп, хаклă)

Виççĕмĕш йĕрке – виçĕ глагол. Сывлăх пирĕн пурнăçра мĕнле вырăн йышăннине мĕнле глаголсемпе палăртатпăр? Сывлăх мĕн тăвать? (Пулăшать, çирĕплетет, аталантарать)

Тăваттăмĕш йĕрке – тăватă сăмахран тăракан каларăш, ваттисен сăмахĕ. Маларах каланисене шута илсе мĕнле ваттисен сăмахĕпе усă курма пулать? (Сывлăхран хакли нимĕн те çук)

Пиллĕкмĕш йĕрке - япала ятĕнчен пулнă пĕр сăмах, вăл пĕрремĕш сăмахĕпе çыхăнать, пĕтĕмлетÿ пĕлтерĕшлĕ. Сывлăх хăй мĕн вăл пирĕншĕн? (Мул, пуянлăх)

-Синквейн тума пуçличчен 1 ача доска умне тухать.

- Ку кам? Мĕн ятлă- ыйтатăп эпĕ.

- Вася (ача ячĕ) мĕнле?(çÿллĕ, хитре).

-Вăл мĕн тăвать?(чупать,сикет, вылять)

- Çÿллĕ, хитре Вася чупать,сикет, вылять.

Çирĕп, хаклă

Пулăшать, çирĕплетет, аталантарать

Сывлăхран хакли нимĕн те çук

Мул (пуянлăх) (12 слайд)

I I I . Пĕтĕмлетÿ.

Урок тăршшĕпех сывлăх пирки калаçрăмăр. Калаçăва пĕтĕмлетсе хăвăрăн юлташсем валли памятка хатĕрлер-ха. ( Видеоклип яратăп). Çак сĕнÿсене тирпейлĕн (вĕрентекен панă памятка шаблонĕ çине) çырса хурар, хамăр та яланлах асра тытар.

Кашни çыннăн хăй сывлăхĕшĕн тăрăшмалла, ăна ачаран упрама вĕренмелле. Сывлăх пулсан пурте пулать.

Сывлăхлă çын çеç пурнăçра хăй вырăнне тупма, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума пултарать. Сывлăхлă çын телейлĕ тата пуян. (Урок эпиграфĕ патне таврăнни).

И мĕн пуян, тăванăм?

Сывлăх пуян.

Сывлăх çул памасăр ăçта каян?

Эп те пуян, тăванăм.

Пуçăмăрта сывлăх пур паян.

IV . Киле ĕç пани:

2.Сывл ă х тем ă па реклама çырмалла.

3. Виçĕ енлĕ дневник çырăр

Паянхи урокра

м ĕ н çĕ нни илт ĕ м?

Манш ă н чи кирли в ă л …

Эп ĕ ç акна ă нланса илт ĕ м…

V . Рефлекси туни:

1.Урокра эпĕ активлă/ пассивлă пултăм.

2.Хамăн урокри ĕçпе эп кăмăллă/ кăмăлсăр.

3.Маншăн урок вăрăм пулчĕ/ хăвăрт иртрĕ.

4.Урокра эп ывăнтăм/ ывăнмарăм.

5.Урокра ман кăмăл çĕкленчĕ/ пусăрăнчĕ (хуçăлчĕ).

6.Урокри материал ăнланмалла/ ăнланмалла мар/ усăллă/ усăсăр, кăсăклă/ кăсăклă мар.

Сочинение учащегося рассказывает о страшных событиях Второй мировой войны.

ВложениеРазмер
Сочинение на чувашском языке"Всем смертям назло!" 38.5 КБ

Предварительный просмотр:

Кам тăшмана парăнмасть, ăна халах манмасть…

Вăрçă… Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи… 1418 талăк хушши кĕрлене çак харушă вăрçă. Пирĕн чечекленекен тăван çĕршыв çине 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсен эшкерĕсем систермесĕр тапăннă, лăпкă хуласене, ялсене аркатнă, сирпĕтне, çунтара-çунтара янă. Совет халăхĕ пĕр çын пек пулса Тăван çĕршыва хутелеме çĕкленне.

Вăрçăра пехотинецсем те, летчиксем те, моряксем те, разведчиксем те, партизансем те фашистсене хирĕç кĕрешнĕ.

Иртнĕ вăрçă 27 миллион çын пурнăçне илсе кайна. Вăрçа пирĕн çĕршыва пĕтĕмпе 679 миллиард тенкĕлĕх çухату кунĕ. Миçĕ шкул, больница, музей çĕрпе танлашман-ши?! Çавăн пек йывăр та хăрушă тапхăрта пĕтĕм халăх пĕр çиреп чăмăра пуçтарăннă. 130 ытла чĕлхепе калаçакан халăх пĕр ĕмĕтпе, пĕр тĕллевпе кĕрешнĕ. Çавăнпа çĕнтерне те ĕнтĕ çав ирсĕр тăшмана совет халăхе…

Шел пулин те, вăрçă ветеранесен шучĕ çулсерен чакса пырать. Пирĕн вĕсене хамăран вăй-хал çитнĕ таран пулăшмалла. Тепĕр чухне ырăпа чĕнсе калаçни те вĕсен кăмлне çĕклет, вăрçă суранĕсем çинчен манма пулăшать.

Пиртен инçех мар Гордеев Алексей Николаевич пурăнать. Вăл Хулаçырми ялĕнчи вăрçа ветеранĕсенчен пĕртен-пĕр сывă юлнă çын.

Вăрçă пуçланнă хыпара Элекçей тете Хусан хулинче илтнĕ. Çак тапхăрта вăл ремесла училищинче вĕреннĕ. Часах Элекçей тăван яла таврăнать. Ашшĕне вăрса илсе каяççе. Амăшĕ вара тăвăтă ачипе пĕччен тăрса юлать. Элекçей тете окоп та чавать, колхозра та ĕçлет. Часах вăл бригадир пулса тăрать. Бригадирта 2 çул ĕçлет.

Аслă Çĕнтерĕве вăл Берлин хулинче кĕтсе илет. Çĕнтеру çинчен калаçма пуçласан Элекçей тетен куçĕсем шывланаççĕ.

Вуланă хайлавсем тăрăх эпир çакна пĕлетпĕр: çĕнтеру кунĕ хăвăртрах çывхартас тесе аслисемпе юнашар тăрса ачасем те кĕрешнĕ. Вĕсем фронтра та, тылра та пĕтĕм йывăрлăха туссе ирттерсе тăшмана çапса аркатма тăрăшнă. Пирĕн, çамрăксен, ирĕк пурнăçа сыхласа хăварассишен паттăрла çапçăма хатĕр пулмалла. Çак хаяр вăрçă çинчен самантлăха та манмалла мар.

Вăрçă вучĕ çĕр çинче паянхи кун та сÿнмен-ха. Чечня вăрçи те хай çинчен мантармасть: террористсем алхасаççĕ, мирлĕ шăплăха пăсаççĕ.

Оценить 915 0

Куракова Вера Васильевна

Шупашкар хулинчи 49-мĕш вӑтам шкулта

чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем

Ĕҫ ҫынна илем кÿрет

Паянхи пурнӑҫа илес пулсассӑн, ҫын хӑйне вӑйлӑ туясси тĕрлĕ сӑлтавран килет: ҫемье тĕрекĕнчен, тус-юлташ пурринчен,ĕҫ вырӑнĕнчен, сывлӑх ҫирĕп пулнинчен,ӑс- тӑн чун-чĕре пуянлӑхĕнчен, пурнӑҫа тĕрĕс пурӑнма пĕлменинчен, пултаруллӑхран, кашни тĕллеве пурнӑҫлама пĕлменинчен…

Ырми-канми ĕҫлекене те, ача- пӑча ÿстерекене те, ҫукран пур тӑвакана та, ырӑ йӑла-йĕркене тытса пыракана та ĕҫчен-маттур, ҫивĕч ҫын тетпĕр. Ĕҫ-вӑл пурнӑҫ тыткӑчи,илемĕ. Пĕр-пĕрне ӑнланса, пулӑшса пырсан ҫеҫ ĕҫ ӑнать, ырӑ ят сарӑлать. Ĕҫрен хӑраман, таса чун чĕреллĕ, ырӑ ĕмĕтлĕ ҫын кӑна пулма пултарать.

Ҫĕр ҫинче ҫын алли тĕкĕнмен ĕҫ ҫук та пулĕ. Пурнӑҫа лайӑхлатас тесен кашни ҫыннӑн хӑйне килĕшекен пĕр- пĕр ĕҫе суйласа илмелле. Ҫав ĕҫре чун-чĕрене хурса ĕҫлемелле, ҫитĕнÿсем тумалла, малалли пурнӑҫ ҫинчен шухӑшламалла.

Ĕҫ- пурнӑҫ тытать, ĕҫ телей кÿрет. Кашни ҫыннӑн хӑйĕн ĕҫе, хĕлĕ.Хӑв юратнӑ ĕҫе пĕр кун хаушшинче суйласа илме май ҫук. Ҫапах та пĕр-пĕр ĕҫе кӑмӑлласси пĕчĕкренех палӑрать.

Ҫĕр ҫинче мĕн пур ĕҫе ҫыннӑн ӑста аллипе, ӑс-хакӑлĕ тӑвать.Ĕҫ чӑнлӑх,сӑпайлӑх,тараватлӑх – чӑваш ҫынсен ҫак ырӑ енĕсем кашни ҫынра пулччӑр тессе шухӑшлатпӑр.

Паллах, кашни ҫыннӑн хӑйĕн ĕҫе-хĕлĕ, хӑйĕн телейĕ. Чылай ҫынсенчен илтме пулать. Ĕҫе уява кайнӑ пек каятӑп, ĕҫре мана питĕ лайӑх, ĕҫтешĕсемпе килĕштерсе ĕҫлетпĕр, эпĕ ĕҫ вырӑнне ҫухатасран темрен хӑранӑ пек хӑратӑп теҫҫĕ. Хӑшĕ-пĕрисем хӑйсен валли хӑйсемех ĕҫ вырӑнне тупаҫҫĕ, хӑшĕ-пĕрисем вара ашшĕ-амӑшĕн ĕҫне малалла тӑсаҫҫĕ, теприсем ашшĕ – амӑшĕ каланипе, ыттиссем ҫут ҫанталӑк панӑ талантпа ĕҫлеҫҫĕ.

Паллах тĕнчере пур професси те лайӑх, пур професси кирлĕ. Анчах та пĕтĕм ҫын пултаруллӑ ҫуралаймасть. Пĕр ĕҫех пĕри лайӑх ĕҫлет, теприн пулсах пĕтеймест. Пурте артист та ÿнерҫĕ те пулаймасть. Ҫавӑнпа та ҫыннӑн хӑй мĕн тума пултарассине шута илсе, камӑлĕ хӑш ĕҫ патне туртӑнать – ҫавна суйласа илмелле.

Сӑмахран: мана вĕрентекен ҫуралсанах, ашшĕ чупса пынӑ тет, аллине тытрĕ тет те чуптуса ҫапла каларĕ тет. Манӑн хам вилличен сана учитель пулнине курасчĕ терĕ тет. Ашшĕ ĕнчи тӑвансем пурте вĕрентекенсем пулса ĕҫленĕ хӑй хĕрне те учитель тӑвасшӑн пулнӑ, паллах ашшĕн пехилĕ ҫитнĕ пуль. Апла пулсан вӑл ҫуралсанах вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ ача пулса тухать.

Чӑнах та вĕрентекенĕн хӑйĕн чӑн-чӑн ҫын пулмалла: ырӑ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ, таса чунлӑ, культурӑллӑ, ҫивĕч, ĕҫчен, ӑслӑ – тӑнлӑ, культурӑллӑ пулмалла. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупни - пысӑк талант..

Манӑн вĕрентекен пуринчен те ырӑ, пултаруллӑ, хисеплĕ, чуна ҫывӑх, кирек кама та ӑнланма, темĕнле йывӑр ыйтӑва тивĕҫлĕ татса пама пултаракан ҫын. Вĕрентекен ача амӑшĕ пек ыррине ҫеҫ сунать, ырӑ-сывӑ, тĕрĕс тĕкел ӑслӑ- тӑнлӑ ҫын тӑвасшӑн тӑрӑшать.

Учитель ĕҫе ҫӑмӑл маррине пурте ӑнланаҫҫĕ.Чӑнипех те шкулта, чӑтӑмлӑ та ырӑ шухӑш-кӑмӑлла вĕрентекенсем ĕлеҫҫĕ.

Этемĕн тепĕр лайӑх ĕҫе - вӑл хӑйĕн чун илемĕшĕн те тӑрӑшма пултарни. Ку ҫынна тата та вӑйлӑрах тӑвать. Ҫавӑн пекех илемлĕ тĕрлĕрен илемлĕ япаласем тума вĕрентет. Халĕ ĕнте ҫын-вĕҫме кӑна мар, шӑтӑк евĕр янӑравлӑ шӑрантарса юрлама, тӑпӑл – тӑпӑл ташлама, хут ҫине пурнӑҫри сӑнсене чӑн пурнӑҫри пекех ÿкреме, йĕри-тавралӑха тĕрĕ-эрешпе илемлетме, кино калӑплама, илемлĕ сӑвӑ – калавсем ҫырма пултарать. Ҫын ĕҫĕсене ĕҫленĕ чухне ҫын ҫакӑнта хӑйĕн чун телейне тупать. Ĕҫ вӑл – халӑхӑн тарӑн ӑсӑпе тĕрĕслĕх туйӑмĕ, таса кӑмӑл-сипечĕпе ҫынна пысӑкӑн юратни, чун илемĕпе характер ҫыпӑҫулӑхĕ, сӑмах-юмах виҫелĕхĕпе юрӑ-сӑвӑ хитрелĕхĕ.

Этеме ĕҫ ҫуратнӑ теҫҫĕ. Ĕҫ ӑна ҫын тунӑ. Ҫын вара хӑй таврашĕнчи ҫут ҫалталӑка улӑштарса тем тĕрлĕ япала шухӑшласа кӑларнӑ. Те хӑйне пурӑнма ҫӑмӑл пултӑр тесе, те хӑйне хуҫа пек тытма, те хӑйне шанчӑклӑ та ҫирĕп туйма…

Ырӑ сӑмах, ырӑ шухӑш, ырӑ ят хӑварас тесен ҫыннӑн йывӑҫ лартмалла, ача ҫуратса тĕрĕс-тĕкĕл ÿстермелле, пÿрт лартмалла теҫҫĕ.

Мана чӑнахах та учителĕн пархатарлӑ ĕҫĕ питĕ килĕшет. Кашни вĕрентекенех хăйĕн вĕренекенĕсем сапăр та хастар чун-чĕреллĕ çынсем пулччăр тесе тăрăшать, ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнать. Вăл çĕр çинчи çĕршер професси валли тÿрĕ чунлă çынсем вĕрентсе хатĕрлет. Тÿрĕ чунлă çынсем — саккунлăхпа йĕркелĕхе пăхăнакансем. Ку вара — çĕр çинчи, хамăр хушăри тăнăçлăх никĕсĕ. Çакăнта мар-и учителĕн пархатарлă ĕçĕ?

Учитель ĕçĕ питĕ яваплă ĕç. Пурне те пĕлесшĕн çунакан таса чунлă шăпăрлансемпе пĕлÿлĕх тĕнчинче çÿрени, мĕн пĕлнине пĕлменнисемпе тавçăрайманнисем патне çитерме тăрăшни мăнаçлантарать, хавхалантарать, чунра савăнăç вăратать. Чăнах, хăвăн ăс-тăнна, пултарулăхна ыттисене парнелесси — сăваплă ĕç. Кашни вĕрентекен хăйĕн пурнăçне пархатарлă ĕçпе ирттерет. Учитель ĕçĕ çăмăл маррине пурте ăнланаççĕ. Хăйĕн чун пуянлăхĕпе çамрăксене те çынсене юратса хисеплеме, ĕçчен те йĕркеллĕ çын пулма вĕрентет.

Мĕнле хисеплемĕн-ха вĕрентекене? Вăл кашни ачан пурнăçĕпе, савăнăçĕ-хуйхипе, терт-нушипе пурăнать. Кашни вĕренекене хăй ачине юратнă пек юратать, йывăр вăхăтра пулăшать, унпа пĕрле савăнать те, кулянать те. Педагог вăл пĕр вăхăтрах чун инженерĕ те. Ачан чунне вĕрентекен пек тата кам ăнланма пултарать-ши? Тата кам унран ытла ача чунне витĕр курать, ăна сăваплă витĕм кÿрсе çĕр-шыва, ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, юлташĕсене юрăхлă та тивĕçлĕ çын ÿстерме хевте çитерет?

Педагогсем — кашни ача шăпинче ырă йĕр хăваракансем, кашни ачан ăс-тăнĕпе характерне çирĕплетсе, ăсталăхне аталантарса пурнăç çулĕ çине кăларакансем.

Читайте также: