Чув лит сочинение сар тата хусан хутелев чики

Обновлено: 05.07.2024

Галина Зотова,
Нимĕç танкĕсем лере урсем урлă мар каçнă пуль ĕнтĕ. Урсем урлă танксем каçаймаççĕ.

Ахăртнех, айккинчи урăх çулсемпе иртсе кайнă пуль.

Е чукун çинчи платформăсем çине ларт та, малалла илсе кай.

Танк вăл катаччи чупса çÿремелли япала мар. Вăл — çапăçмалли хатĕр.

Пирӗн кунта антӑхса кайса "сурский рубеж" та "сурский рубеж" теҫҫӗ. Ҫар ӗҫне пачах пӗлменнисем "глубоко эшелонированная линия обороны пирки" калама хӑтланаҫҫӗ. Ун пеккисене нимӗҫсем малтан тапӑнман ҫавӑрса илме хӑтланнӑ.

Навальный килет теҫҫӗ. Сурский рубеж малтанрах пулнӑ, ылтӑнран тусан та вӑл истори кӑна. Паян сирӗн ӑҫта "рубеж" тени ?

"Мы чувствовали, что начнется война, только не знали, когда. Все взрослое население выводили копать противотанковые рвы, которые, кстати, не пригодились, немецкие танки легко через них проезжали."
- Мана мӗнле каласа панӑ, ҫапла ҫырнӑ.
Ҫак кунсенче 30 градус таран сивӗ пулчӗ, чутах шӑнса вилеттӗмӗрччӗ вӗт. Ваттисем каланӑ тӑрӑх ун чухне 40 градус анчах мар, 50 градус таран та сивӗсем пулнӑ.
Окоп чавакансем юлман, асаилӳсемпе те пулин вӗсен асаплӑ шӑписем пирки каласа памалла ҫамрӑксене.

Мемуарсем çырнă чухне йăнăшсем пулма пултараççĕ. Кунта ним тĕленмелли те çук.

"Умный в горы не пойдёт, умный горы обойдёт," — вăт çапла калаççĕ.

Мĕншĕн канавсемпе урсем урлă каçса тертленмелле, енчен те айккинче татах урăх çулсем пулсассăн?

Ун пек катаччи чупса çуресен, танк тепрер сехетрен çÿрейми пулать, арканать. Юсамалла пулса тухать. Унăн ресурсĕ пысăк мар. Мĕншĕн тесен ăна катаччи чупма мар, çапăçма ăсталанă.

Молодец, Исачак!
А ты не дурак!
Народный поэт обязательно
примет участие и с пафосом прочтет. Прочтет о великой беде, о Боли и Страдании, о Вере, Надежде и Любви. И о НАШЕЙ Великой Победе.
Тем более его будущая мама вместе с подругами из д. Починок Инели Комсомольского района копала окопы (окоп чавнӑ), как она говорила без всякого пафоса и обиды, в районе Суры.
Так что извини, брат. Ради Бога извини. Буду всю жизнь благодарен!
Кстати, я тоже из раскулаченных.
Сан валли ЮРИ вырӑсла ҫыртӑм.
Валери Тургай, "кулак мӑнукӗ.

енчен те паян çвнкашкал лару-тару пулас пулсан, Тимофеев хаш ене пулас пулсан, хаш ене персе чикнĕ пулĕччĕ-ши вăл халăхпа пĕрле коавапа тыма // 2290.95.1490

Паянхи куни çавнашкяал лару-тĕрура автор хăй хăйне епе тытнă пулĕччĕ-ши? Халăхпа пĕрле Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухĕччĕ-ши е шурă шăналăк йăтса тăшмана кĕтесе илме тухна пулĕччĕ-ши?

Тимофеев юатнӑ, тахҫантантанпах чунтан кӗтнӗ тӑшманне кӗтсе илме шӑрттанпа та кӑпӑклӑ сӑрапа тухатчӗ.
Унпа юнашар, ҫурхи хӗвел пек хӗмленсе, Исачак тӑратчӗ.
Валери Туркай


Ҫакӑн ҫинчен калакан Указ Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑларнӑ.

Ҫитес ҫул республика тата ҫӗршыв историнчи пӗлтерӗшлӗ пулӑм 80 ҫул тултарать. Документа Олег Николаев Правительство Ҫуртӗнчен йӗркеленӗ видеоҫыхӑну вӑхӑтӗнче алӑ пусрӗ. Регион ертӳҫи тыл ветеранӗпе, Сӑр хӳтӗлев чиккине тума хутшӑннӑ Елена Захаровапа тата РЕГНУМ информаци агенствин ертӳҫипе, истори наукисен кандидачӗпе Модест Колеровпа ҫыхӑнчӗ.

  • Для учеников 1-11 классов и дошкольников
  • Бесплатные сертификаты учителям и участникам

Паттăрсем ĕмĕрех пулнă, малашне те пулаççĕ.

Вăрçа çинчен инçекурăмпа курма тата кĕнекесем вулама юрататăп.

Тăван çĕр-шыв ирĕкĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă хаяр вăрçă тăватă çул кĕрленĕ. Тĕнче историйĕшĕн тăватă çул пĕчĕк самант кăна. Этемлĕх историйĕшĕн вара çав тăватă çул – нихçан та асран тухман вăхăт, вăрăм-вăрăм çул çинче аякран курăнса ларакан чикĕ юпи пекех. Вăл юпа çине хальхи ăрусем кăна мар, малашнехи çынсем те чарăна-чарăна тăрса пăхĕç, унта мĕн çырнине тимлесе вулама тăрăшĕç. Анчах та 1941-1945 çулсенче асар-писер çаврăннă вăрçă историне тĕрĕссĕн çырса пĕтереймен-ха. Унăн халиччен паллă пулман страницисем çулсеренех тупăнаççĕ, фашизм тискерлĕхне хирĕç паттăррăн çапăçнă çынсен ячĕсем тĕрĕс-тĕкеллĕн таврăнаççĕ.

Вăрçа пуçланнă чухне 18 çулта пулнă каччăсенчен вунă çын пуçне иккĕшĕ кăна, аманса-сусăрланса та пулин, вăрçă хирĕнчен таврăннă, ыттисем вара юнлă вут-çулăмра выртса юлнă. Çын çÿремен шурлăхра, кайăк ларман ту хысакĕнче, кашкăр кĕмен вăрман чăтлăхĕче, суха кассии витмен пăрлак тăвайккире – Тăван çĕр-шывăн кашни утăмĕнче тискер тăшмана çунтарнă вĕсем.

Совет халăхĕ питĕ лайăх пĕлсе тăнă: Тăван çĕр-шыва вăл хăй кăна хÿтĕлесе хăварма пултарать, ăна аякран никам та пулăшаймĕ те, пулăшас та темĕ. Фашизма çĕнтерсе пирĕн аслă ăру Тăван çĕр-шыва, унăн ирĕкĕпе малашлăхне сыхласа хăварнă.

Пирĕн паттăр ентеш салтаксен ретĕнче чăваш çыравçисем те йышлă. Вăрçăра пуç хунисем хушшинче – М.Данилов-Чалтун, И.Думилин, Хв.Çитта, А.Петтоки, К.Кольцов, В.Бараев, М.Ястран, Е.Еллиев, М.Аттай, И.Викторов, В.Васькин, А.Орлов, Кăтра Мишша, В.Усли, Н.Чурпай, Н.Пиктемир, Ф.Николаев(Сергеев), В.Туртуш ячĕсем. Вăрçă хыççăн вĕсен хайлавĕсене пухса уйрăм кĕнекен е сăвă-калав пуххисенче кăларнă.

Вăрçă хирĕнче пысăк произведенисем çуралма пултарайман. Сăвăсемпе калавсем, статьясемпе тĕрленчĕксем, çырусемпе очерксем килнĕ фронтран. Пăшалпа пĕрле алла кăранташ тытса çапăçнă писательсенчен Л.Агаков, Илпек Микулайĕ, В.Ржанов, А.Талвир, Я.Ухсай, П.Хусанкай, Хв.Уяр, В.Алентей, А.Алка, В.Сатай, А.Артемьев тата ытти çыравçăсем вăрçа хыççăн та çар темипе хастар ĕçленĕ. Малтанах вĕсем вăрçă паттăрĕсене мухтакан калавсемпе очерксем, сăвăсемпе поэмăсем, тĕрленчĕксемпе повеçсем çырнă. Каярахпа пысăк повеçсемпе романсем те çуралнă.

Искей Пайтулĕнчен Андриян Николаев таран – темĕн чухлĕ паттăр. Паттăрсем халĕ те пур, малашне те пуласса шанас килет.

Никама та манман, никама та парăнмастпăр!

Паттăрсем ĕмĕрех пулнă, малашне те пулаççĕ.

Эпĕ вăрçа çинчен инçекурăмпа курма тата кĕнекесем вулама юрататăп. Çĕр-шывăн чĕри çинчи суран – Аслă вăрçă. Акă ĕнтĕ çĕнтернĕренпе 65 çул иртрĕ, анчах эпир, вырăс, чăваш çыннисем, ăна нихăçан та манмăпăр. Чăваш писателĕсем пăшалпа та, кăранташпа та çапăçнă: Л.Агаков, Илпек Микулайĕ, В.Ржанов, А.Талвир, Я.Ухсай, П.Хусанкай, Хв.Уяр, В.Алентей, А.Алка, В.Сатай, А.Артемьев т.ыт. те. Хăшĕ-пĕри çапăçу хирĕнчен таврăнман: М.Данилов-Чалтун, И.Думилин, Хв.Çитта, А.Петтоки, К.Кольцов, В.Бараев, М.Ястран, Е.Еллиев, М.Аттай, И.Викторов, В.Васькин, А.Орлов, Кăтра Мишша, В.Усли, Н.Чурпай, Н.Пиктемир, Ф.Николаев (Сергеев), В.Туртуш. Чăваш çыравçисем вăрçă çинчен сахал мар хайлав çырнă. Вĕсене вуласан чун-чĕререн пăлханса каятăн, асап тÿснĕ сăнарсемпе пĕрле хурланатăн, йĕретĕн.

Çĕр çинче чи хитри - пурнăç, чи хăрушши – вилĕм. Гриша пурнăçа питĕ юратать, анчах та пурнăçпа хавхаланса пурăнас ĕмĕте тăшман сĕмсĕррĕн таптаса тăкать. Гриша нимĕç танкĕсене çунтарса ĕлкĕрет, тăшман салтакĕсене те нумай пĕтерет. Хăйне вара упраса-сыхласа хăвараймасть. Унăн паттăрлăхне мухтаса хырсем яланах шавлăн та тунсăхлăн кашлаççĕ.

Нимĕç çарĕ пысăк та вăйлă пулнă, пирĕн çĕр-шыва фашистсем пĕр уйăхра çĕнтересшĕн пулнă. Çапах вăрçă тăватă вăрăм та йывăр çула тăсăлчĕ. Йывăр пулсан та пирĕн паттăр салтаксем фашистсене çĕнтерсе ытти çĕр-шывсене хăтарнă. Чăваш çыравçисем вăрçă çинчен çырнă кашни хайлавĕнчех 1418 куна пынă хаяр вăрçă халăхшăн мĕн тери йывăр та хăрушă пулнине куратпăр. Вăрçă вăл – çĕр йăтайми инкек, хурлăхлă куççуль, ĕмĕрлĕх çухату…

Хăйсен пурнăçне шеллемесĕр çĕнтернĕ паттăр салтаксене эпир нихăçан та манмăпăр!

Нажмите, чтобы узнать подробности

" Шанчăклă тус такамран та хаклăрах", - тенĕ пирĕн ватăсем. Çынпа çын калаçать, паллашать, хутшăнать, туслашать. Пурнăç йĕрки çапла. Кампа та пулсан чуна уçса калаçмалла-çке, кама та пулсан чĕрери вăрттăн шухăшсене каласа кăтартмаллах, кампа та пулсан хуйха-суйха, савăнăç-хаваслăха пĕрле пайламаллах, йывăрлăхра камран та пулсан пулăшу ыйтмаллах. Апла пулсан, çыннăн чунĕ хăех ыйтать - ун çумĕнче ăна ăнланакан çывăх тус-юлташ кирлĕ. Вăл шанчăклă, ырă чунлă, ĕçчен, хастар та маттур пулмалла. Усал та кĕвĕç чунлă, чăркăш та юлхав юлташран ним усси те çук. "Юлташ тени хăвăнтан лайăх пултăр", - теççĕ. Лайăх юлташпа пĕрле çÿреме те кăмăллă, калаçма та шанчăклă, пурăнма та хаваслă. Çывăх тусу кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуянрах пулни хăвна та ун пек пулма хистет. Хăв та ырри, илемли, лайăххи патне туртăнатăн, чунпа пуянланса, кăмăлпа çĕкленсе пыратăн. Вара санăн кулас-савăнас, ĕçлес-ĕмĕтленес, çут тĕнчепе киленсе пурăнас килет. Юлташу саншăн тем тума та хатĕр пулнине, йывăр вăхăтра пулăшма-йăпатма пултарнине пĕлсе-сиссе тăратăн пулсан - каç выртсан та канлĕ çывăратăн, ир тăрсан та лăпкăçÿретĕн.

Эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен манпа юнашар ăслă та ырă кăмăл-туйăмлă юлташ пур. Мĕншĕн килĕшет-ха вăл мана. Унăн çи-пуçĕ яланах таса та типтерлĕ, чĕлхи çыпăçуллă, хăйне мăн кăмăллă тытмасть, кирек кама та пулăшма хатĕр. Унпа тĕл пулса калаçсассăн хăв та ырă енне туртăнатăн, ун пек пулма тăрăшатăн. "Ырра курсан ырă пулăн, усала курсан усал пулăн", - теççĕ ваттисем. Çавăнпа та çыннăн пĕрмаях ырришĕн çунмалла. Тус-тантăшăма кура хам та ырăпа усала уйăракан пултăм. Юлташăм умĕнче киревсĕр сăмахсемпе калаçма та, çăмăлттай шухăшсене палăртма та, вăхăта усăсăр ирттерме те, хама илемсĕр тыткалама та намăс. Манăн çитменлĕхсене, йăнăшсене тÿрех асăрхать, юлташла, пĕр кÿрентермесĕр асăрхаттарать.

Аттепе анне те, кукамайпа кукаçите та ăна питĕ юратаççĕ, эпĕ чăн-чăн тус тупнăшăн савăнаççĕ. Хăйсем инçетри тăвансем патне хăнана каяс пулсан та, пире, тусăмпа иксĕмĕре, кил-çурта, хуçалăха пăхса тăма шанса хăвараççĕ. Ун пек чухне вара эпир пĕр-пĕринпе тăраничченех калаçатпăр, тем тĕрлĕ ыйту та хускататпăр, малашнехи пурнăç еплерех пулассине тĕшмĕртме тăрăшатпăр.

"Юлташ ют мар, çăкăр ыйтсан, хирĕç мар", - тенĕ ватă çынсем. Манăн ырă тусăм та маншăн ют мар, вăл çывăхран та çывăх. Эпĕ ăна икĕ-виçĕ кун курмасанах питĕ тунсăхлатăп, чуна темĕн çитмен пек туйăнать. Çавă пуль ĕнтĕ вăл çирĕп туслăх тени.

Туссăр çын - туратсăр йывăç. Туссăр çын - çунатсăр кайăк. Туссемсĕр пурнăç кичем те салху. Çĕр çинчи кашни çын туслăха тивĕçлĕ. Анчах та туслăха укçапа илме çук. Туссене чун ыйтнипе, чĕре килĕштернипе суйласа илмелле.

Читайте также: